Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
5 Кӑрлач 2020, 18:16

Вакцинаци чиртен сыхлать

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн Европăри регион бюровĕн пуçарăвĕпе Раççейре çулсеренех иммунизаци эрни иртет. Ытти чухне те, çав эрне вăхăтĕнче вара уйрăмах, специалистсем инфекции чирĕсенчен сыхланма пулăшакан меслетсем пирки çынсене ытларах пĕлтерессипе тимлеççĕ.

Çак меслетсем пирки калаçнă чух чи малтанах вакцинаци пирки каламалла. Хальхи вăхăтра вакцинацие хутшăнса çын хăйне тĕрлĕ инфекции чирĕнчен хÿтĕлеме пултарать: дифтери, столбняк, корь, полиомелит, хĕрлĕхен, урни чирĕнчен, грипран, В вирус гепатитĕнчен, ыттинчен те. Палăртмалла, çак чирсем çынна яланлăхах инвалид туса хăварма е кун-çула татма та пултараççĕ.

Çавăнпа та çынсене иммунизаци программине явăçтарма пăрахни чылай хăрушă инфекци чирне чĕртсе тăратакан сăлтав пулса тăрĕ.

Хальхи вăхăтри вакцинăсем çын организмне микробсен тата вируссен сиенĕнчен хÿтĕлеççĕ. Çавна май çын хăш чире асăрхаттаракан прививка тунă, унпа чирлемест. Çынсен хушшинчи эпидеми тăнăçлăхĕ пултăр тесен вара çынсен 95 процентне яхăн иммунизацине явăçтармалла.
Читайте нас: