Сывлăх сыхлавне оптимизацилесси малалла пырать. Паянхи улшăнусенчен пĕри — сиплев учрежденийĕсенчи клиника лабораторийĕсене централизацилесси. Çак процеса чылай регионсенче пурнăçа кĕртнĕ.
Пирĕн районта клиника лабораторине хупасси пирки ыйтăва хускатсан никам та сÿрĕк кăмăллă юлмарĕ. Лару-тăрăва уçăмлăх кĕртме Пишпÿлек район тĕп больницин поликлиника уйрăмĕн заведующине, участокри врач-терапевта Альфия Минебаевна САЛИШЕВАНА ыйтрăмăр.
— Мартăн 1-мĕшĕнчен клиника тĕпчевĕсене малалла çĕнетес тата модернизацилес тĕллевпе ПР Сывлăх сыхлав министерствин приказĕпе Пишпÿлекри тĕп район больницине биологи материалне памалли пункт туса улăхтарнă, урăхла каласан, пирĕн больница I шайри анализ илмелли пункт пулса тăрать. Малашне анализсене кашни кун Октябрьскине леçеççĕ, вĕсен результачĕсене эпир пациент анализ панă куннех даннăйсен базинче куратпăр. Паллах, асăннă системăна пурнăçа кĕртме биоматериала (анализа) сыхласа хăварассине, биоматериала тĕп лабораторине çитермелли вăхăта шута илнĕ.
Биоматериала 7 сехетрен 9 сехетчен памалла пулать, 14 сехет тĕлне результатсем хатĕр пулаççĕ. Çакнашкал меслете эпир 2017 çулта та тĕрĕслесе пăхрăмăр, пациентсем нимĕнле улшăнусене те асăрхамарĕç теме пулать. Ачасен тата васкавлă пулăшу памалли пациентсен анализĕсене хальлĕхе кунтах тĕпчев ирттереççĕ.
Паянхи кун чылай поликлиникăсенче (çав шутра пирĕн те) клиникăпа диагностика лабораторийĕсем анализсен эффективлăхĕпе мухтанма пултараймаççĕ. Çакă оборудовани кивелнипе çыхăннă, çавна май анализсен пахалăхĕ те начартарах. Сывлăх сыхлав учрежденинче çак йĕркене кĕртнĕрен икĕ специалист ĕçсĕр тăрса юлни пăшăрхантарать. Анчах лайăх оборудованиленĕ лабораторинче анализсене тĕпчев ирттерни вĕсен эффективлăхне чылай ÿстересси пирки манмалла мар.
Айгуль ГАРЕЕВА çырса илнĕ.