Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
26 Кӑрлач 2020, 22:22

Турпалли: мĕн пĕлмелле

Кашни çыннăнах мĕнле те пулин турпалли (родинка, невус) пур. Вĕсем пĕр-пĕринчен виçипе, тĕсĕпе, формипе уйрăлса тăраççĕ. Тĕпрен илсен, нимĕнпе те канăçсăрлантармаççĕ, анчах хăш чухне улшăнса сывлăха пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çак улшăнăва вăхăтра мĕнле асăрхамалла-ха?

Турпаллисем кĕлеткен кирек хăш пайĕнче те пулма пултараççĕ. Вĕсем ÿт клеткисем пигментпа тулса пĕрлешсен йĕркеленеççĕ. Сăлтавне паянхи куна та уçăмлăн тĕпчесе пĕлеймен-ха. Турпаллисен пĕр пайĕ ÿт-пÿре çуралнăранпах пур, тепĕр пайĕ ĕмĕр тăршшĕпех, уйрăмах ача ÿссе пынă чухнехи куçăм тапхăрĕнче тата çие юлнă хĕрарăмсен, аталанать. Ку çак вăхăтра организмăн гормонсен шайĕ улшăннипе çыхăннă. Хĕвел айĕнче, солярире пиçĕхни те, тепĕр чухне ÿте амантни те, массаж туни те, гормонсемпе сипленни те турпаллисене тухма витĕм кÿрет. Сăмах май, çын мĕн чухлĕ аслăрах — унăн турпалли çавăн чухлĕ нумайрах. Вăхăт иртнĕ май невуссен виçи ÿсме, форми, тĕсĕ улшăнма пултарать.

Тĕрлĕрен пулаççĕ

Турпаллисем тĕрлĕрен пу­лаç­çĕ: пигмент пăнчисем тата ÿт çинчи хĕрлĕ пăнчă евĕрлĕ невуссем.

Хĕрлĕ (сосудистые/) невуссем. Хĕрлĕ турпаллисем юн тымарĕсен — капиллярсен, артерисен, венăсен, лимфа тымарĕсен — ĕçĕ пăсăлсан тухаççĕ, кĕрен, хĕрлĕ, кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ.

— Гемангиома. Вăл пепке 2-4 эрнере чухне тухать, ача çичĕ çула çитнĕ тĕле çухалать. Чи малтанах çак турпаллисем шурă тĕслĕ пулаççĕ, вăхăт иртнĕ май хĕрелсе лайăхрах палăрма пуçлаççĕ.

— Юн тымарĕсен мальформацийĕ (сосудистая мальформация) — çуралнă чухнех пур хĕрлĕ турпаллисем. Вĕсем те икĕ тĕрлĕ.

1. Портвейн пăнчисем (портвейные пятна) пит, алă, кĕлетке çинче пулаççĕ.

2. Аист сăхни (укус аиста) — тин çуралнă пепкен мăй, çамка, ĕнсе, тăнлавсем çинче пулакан невуссем. Вĕсем йĕркеленни хырăмри ачана кислород çитменнипе çыхăннă. Тĕрĕс мар формăллă, хĕррисем палăрсах кайман турпаллисем хĕрлĕ е сарăрах-кĕрен тĕслĕ, ача çулталăка çитсен хăйсем тĕллĕнех çухалаççĕ.

Пигмент турпаллисем (пигментные несосудистые родинки). Вĕсем кашниннех пур, меланин ытлашши туса кăларнипе пулса каяççĕ, çавăнпа сăрăрах тĕслĕрен пуçласа тĕксĕм хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕрех пулаççĕ. Çийĕ те тĕрлĕрен: яка е кăтрашка, е çÿçлĕ. Анлă сарăлнă сиенсĕр виçĕ тĕрлĕ невуса уйăраççĕ.

— Лентиго (лаптак турпаллисем) — пигмент пăнчисен чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Пăнчă çутă-хăмăр е хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ. Лентиго меланин ытла нумай туса кăларнипе аталанать. Хĕвел айĕнче е соляри хыççăн тĕсĕ тата хăмăртарах пулать.

— Монгол пăнчисем (могольские пятна) — çавракарах çутă-кăвак пигмент пăнчисем. Ытларах чухне пилĕк çинче е кутана шăмми тĕлĕнче пухăнаççĕ, çул çитмен çамрăк тапхăрĕнче хăйсемех пĕтеççĕ.

— Кофе пăнчисем (кофейные пятна) — сĕт хушнă кофе тĕслĕрех пысăк мар лаптак невуссем. Вĕсем 1-2 кăна пулсан пăшăрханма кирлĕ мар, анчах 3-рен те ытларах-тăк тухтăр патне каймалла, ку йывăр чир пирки асăрхаттарма пултарать.

(Малалли пулать)

Читайте нас: