— Кăвак невус (голубой невус) — 2 сантиметр таран виçеллĕ çутă-кăвак е кăвак турпалли. Чылай чухне вĕсен форми çурмасферăна аса илтерет, çийĕ яка. Купарча, пит, ал-ура çинче пулать.
— Ота турпалли (родинка Ота) — пит çинчи пысăк пигмент пăнчи. Тĕпрен илсен, кăвак-сăрă е тĕксĕм-хăмăр тĕслĕ. Çак невус хăй тĕллĕн иртмест, унран сипленме тивет.
— Диспластильлĕ невус (диспластический невус) — тĕрлĕ формăллă 1 сантиметра яхăн пысăкăш пигмент пăнчи. Вăл сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ, хĕррисем уçăмсăртарах. Купарча, кăкăр кăшкарĕ çинче аталанать. Йăхран куçать.
— Папиломматозлă невус (папиломматозный невус) — тĕрĕс мар кÿлепеллĕ, яка мар çийлĕ, ÿт тĕслĕрех е тĕксĕм-хăмăртарах мăкăрăлса тăракан невус. Ун витĕр çÿç шăтма пултарать. Ытларах чухне пуç çинче ÿсет.
— Пигмент турпалли (пигментное пограничное новообразование) — 1 сантиметра яхăн пысăкăш типĕ яка çийлĕ, хура е тĕксĕм-хăмăр тĕвве аса илтерекен невус. Вĕсем час-часах ар органĕсем, ывăç тупанĕсем, ура тĕпĕсем, чĕрнесем çинче пулаççĕ.
— Гигант пигмент турпалли (гигантская пигментная родинка) — вăхăт иртнĕ май ÿссе пыракан, кăтрашка çийлĕ шĕпĕн евĕр, сăрă тĕслĕрен пуçласа хура тĕслĕ пысăк турпалли.
(Малалли пулать).