Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Кӑрлач 2020, 20:25

Турпалли: мĕн пĕлмелле. Турпаллине кастармалла-и?

(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 26,27-мĕшĕсенче).Тĕрлĕ клиника рекламисене итлемелле мар. Çи-пуç е ытти япала сĕртĕнсе амантма пултаракан вырăнта мар-тăк невуса чылай чухне тĕкĕнме сĕнмеççĕ.

Анчах çакăнта асăннă йĕркесенчен хăшĕ те пулин сирĕн невуспа çыхăннă чухне тухтăр патне васкасах каймалла:
  • ÿтĕн усал меланоми пек туйăнать;
  • турпаллин тулаш сăнĕ палăртнисем евĕр мар;
  • турпаллин тулаш сăнĕ улшăннă;
  • ыратма, кĕçĕтме е юнăхма пуçларĕ;
  • турпалли çын хăй тĕллĕн тĕрĕслеймен тĕлте /пуçăн çÿç ÿсекен пайĕнче, аногенитали зонинче, лăймака сийре, ура тĕпĕнче/ пулсан.
  • Анчах хăвăр тĕллĕн сипленме те, турпаллинчен хăтăлас шутпа килти мелсемпе усă курма та юрамасть! Кирек мĕнле пулсан та пуринчен малтан невуса дерматологпа онколога кăтартмалла. Унпа мĕн тумаллине вĕсем кăна палăртма пултараççĕ. Енчен те касмалла пулсан ятарлă специалист патне яраççĕ. Каснă хыççăн невуса вăл мĕнле шыçă пулнине пĕлме лабораторире тĕрĕслеççĕ.
    http://hypar.ru
    Читайте нас: