Сĕлĕ хăрпăкĕн пăтти юн пусăмне (давленине) чакарма пулăшать, пĕтĕмĕшле сывлăх шайне лайăхлатать.
Специалистсем сĕлĕ хăрпăкĕн пăттине ирхине çиме сĕнеççĕ. Унта мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла, курага, иçĕм хушма пулать. Варении выранне пыл хушсан аванрах.
Сĕлĕ хăрпăкĕн пăттин уссине унта сиенле холестерин тытăмне чакаракан тата юн тымарĕсен шайне лайăхлатакан микроэлементсем нумай пулнипе ăнлантарса параççĕ. Пăтă организмри шлаксене кăларма пулăшать.