Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Нарӑсӑн 2020, 13:13

ЧИРЛĔ АЧАНА ШКУЛА, САДИКЕ ЯМАЛЛА МАР

Республикăра гриппа тата респираторлă вирус инфекцийĕпе /ОРВИ/ чирлекенсем йышланнă. Çавна май республикăри 167 шкулти классене тата 10 ача садне карантина янă.

Пирĕн районта та ачасем ОРВИпе чирленĕ тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ.
Хăрушă вирус ан хавшаттăр тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах ашшĕ-амăшне хытарсах каласшăн: чирлĕ ачана шкула е садике ямалла мар. Ура çинче ирттерме тăрăшакансен пĕрре – организмĕ тата ытларах хавшать, чир-чĕр вăраха каять, тепре – унран ыттисене чир ерет. Чирлĕ ачан е çитĕннĕ çыннăн килтен тухса çÿреме юрамасть, чир палăрма пуçласанах сăмсана тата çăвара аптекăри маскăпа хупламалла, ăна кашни 2-3 сехетрен çĕннипе улăштармалла. Чей, çырла морсĕ, витаминлă шĕвек нумай ĕçмелле. Чир-чĕре вырăн çинче выртса ирттерме тăрăшмалла. Ÿт температури 38-39 градуса хăпарсан çийĕнчех участокри врача е «васкавлă пулăшу» бригадине чĕнсе илмелле. Врач сĕннĕ эмелсене кăна ĕçмелле.
Гриппа чирлес мар тесен ывăçпа эмел ĕçни пулăшмасть. Чылай препарат пĕверпе пÿре, нерв тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне япăх витĕм кÿрет. Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чиртен сыхланма пулăшĕ. Уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшмалла, пÿлĕме уçăлтарсах тăмалла, кил-çурта тасалăхра тытни лайăх. Апатра витаминпа пуян продуктсем пулсан аван: лимон, апельсин, мандарин, панулми, грейпфрут, йÿçĕтнĕ купăста. Суханпа ыхра çинчен манса ан кайăр – питĕ усăллă. Вĕсене вĕтетсе пÿлĕмре тытсан та питĕ лайăх.
Тата урамран кĕрсен алла, пит-куçа (уйрăмах сăмса шăтăкĕсене) супăньпе çума ан манăр.
Чир-чĕр вăхăтĕнче асăрхануллă пулăр.
Читайте нас: