Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Нарӑсӑн 2020, 13:08

ХĔРАРĂМ ТАТА ПИРУС

Хĕрарăм организмĕ никотина хăвăртрах хăнăхать. Вăл ăна тĕрлĕ чир-чĕр парнелет. Унсăр пуçне ÿт сарăхса типме пуçлать, сасă хăйăлтатса тухать. Алăран пирус яман хĕрарăм хăйĕн организмне çеç мар, варти тĕпренчĕкĕн сывлăхне те хавшатать. Вăл ăна 9 уйăх сиенлĕ тĕтĕмпе тĕтĕрет-çке.

Туртакан хĕрарăмăн пулас ачин юнĕнче табак наркăмăшĕн концентрацийĕ хăйĕннинчен те пысăкрах. Каярахпа вара кăкăр сĕчĕпе пĕрле кĕрекен никотин пепкене сиенлет.
Пирус туртаканăн ачи çураличченех е çут тĕнчене килнĕ-килменех вилес хăрушлăх пысăк. Чĕрĕ юлсан та йĕркеллĕ аталанасси иккĕлентерет: тăтăшах чирлекен пулать. Çитĕннĕ май вăл та пирус туртма тытăнать. Çакнашкал ача каярахпа наркотик еннелле туртăнать.
Асра тытма:
– Сигаретăн 1-2 пачкинче вилĕм кÿмелĕх никотин упранать. Вăл çак дозăна организма тÿрех мар, вăхăтăн-вăхăтăн кĕртни çăлса хăварать ăна.
– Пирус туртакан сиенлĕ тĕтĕме вăтамран 200 хутчен ĕмсе илет. Кашнинчех наркăмăшлă 30 ытла япалана ăша ярать.
– Тăтăшах туртакансен 25 проценчĕ çавна пула вăхăтсăр вилет.
– Виçĕ уйăх туртнă хыççăн çын сигаретсăр пурăнаймасть. Хĕрарăмсем ăна хăвăртрах хăнăхса çитеççĕ.
Читайте нас: