Республикăри Роспотребнадзор управленийĕн ертÿçин сумĕ Александр Жеребцов каланă тăрăх, Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕпе чирлекен çук, ОРВИ тата грип инфекцийĕсемпе чирленĕ самантсене çеç палăртнă.
ПР Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин палăртнă тăрăх, республикăра эмелсем пур, койка-вырăнсем хатĕрленĕ, тивĕçлĕ службăсем сыхă тăраççĕ. Китайран килекен çынсен тĕлĕшпе сыхлăх пысăк. Китайран нумаях пулмасть таврăннă çынсен тĕлĕшпе медиксем сăнав йĕркеленĕ. Телее, коронавирус ернĕ çынсене республикăра тупса палăртман.
Коронавирус инфекцине чирлĕ çын, чĕр чун ертме пултарать. Çавна май респираторлă чирсем аталаннă вăхăтра асăрхаттару мероприятийĕсене пурнăçлама – тăтăшрах алă çума, çын нумай пухăнакан вырăнта сахалтарах пулма, чир паллисем пулсан тÿрех тухтăр патне кайма – сĕнетпĕр.
Пĕрремĕш симптомсем çаксем пулма пултараççĕ: диарея, хăстарни, вар-хырăмлăхăн ытти проблемисем, пуç ыратни, сайра-хутра чĕре хытă тапни, кăкăр тĕлĕнчен хĕсни.
Коронавирусран, грипран, респираторлă ытти вирус инфекцийĕсенчен сыхланас тесен урамран кĕрсенех алăсене супăньпе çумалла, гигиенăна çирĕп пăхăнмалла, пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла, çынсем нумай çÿрекен вырăнта, транспорт çинче маска тăхăнмалла. Ÿслĕк, сăмса юхать, температура пысăк – килтен ан тухăр.