Инфекци сывлăш çулĕсен чирĕпе чирленĕ çынсенчен ерет. Чирлĕ çын ỹсĕрни, калаçни, сывлани, сунаслани те чире пуçарса яма пулăшаççĕ. Чирĕн тĕп паллисем: ỹт температури ỹсет, ỹсĕрттерет, малтанах типĕ ỹслĕк, кайран йĕпе ỹслĕк пуçланать, йывăррăн сывлаттарать, кăкăр тĕлĕнче ыратма пуçлать, вăйсăрлантарать, апат анми пулать. Хăш чухне чирлĕ ачасем хăйсене йывăр туймаççĕ, çапах та сывлăш пỹлĕнни, чĕре таппи ỹссе кайни, апат çиеслĕх чакни, вăйсăрланни ашшĕ-амăшне пăшăрхантарма тивĕçлĕ. Иртсе каять пуль-ха тесе лăпланмалла мар, хăвăр пĕлнĕ пек сыватма кирлĕ мар, тỹрех тухтăр патне каймалла.
Пневмонипе чирлес мар тесен сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнмалла. Физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла. Ытларах уçă сывлăшра уçăлса çỹремелле. Пирус туртма, эрех-сăра ĕçме юрамасть. Уйрăмах ача пур çĕрте пирус туртни пепкене пысăк сиен кỹрет, бронхсене сиенлет, иммунитета чакарать. Микроэлементсем, витаминсемпе белоксем йышлă апат-çимĕç çимелле. Кулленхи рационта пахча çимĕç, улма-çырла, аш-какай, пулă, сĕт, сĕтрен хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕç пулмалла. Çанталăка кура тумланса çỹремелле, шăнма юрамасть. Пỹлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла, тусана шăлсах тăмалла. Алăсене супăньпе, сăмсана аквалорпа, аквамариспа тата ытти тăварлă шĕвексемпе çумалла. ОРВИпе грипп аталаннă тапхăрта чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар, ятарлă маска тăхăнмалла, халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче пулма тăхтамалла. Ашшĕ-амăшĕн çакна асра тытмалла: ачасене инфекци сирĕнтен ерме пултарать, чи малтанах хăвăрăн сывлăхлă пулмалла. Ача чирлерĕ пулсан ăна садике, шкула ямалла мар, тỹрех тухтăр патне илсе каймалла. Хăвăр тĕллĕн сипленни — хăрушă.