Раççей Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура хÿтлĕх хатĕрĕсен тата вируспа кĕрешмелли препаратсен хакне ÿстерекен аптекăсенчен лицензие туртса илмеллине пĕлтернĕ. Çав канашлура Татьяна Голикова вице-премьер хăш-пĕр аптекăра медицина маскин хакне 70-100 тенкĕ таран пысăклатни пирки каланă. Çĕнĕ çулччен пĕри 1,5 тенкĕ çеç тăнă. Патшалăх ертÿçин шухăшĕпе, çĕршывра аптека сечĕ анлă сарăлнă, çавăнпа темиçе организацие хупсан çынсемшĕн нимĕн япăххи те пулмĕ.
РФ Патшалăх Думинче медицина маскисен тата вируспа кĕрешмелли препаратсен хакне ÿстернипе çыхăннă йывăрлăха татса парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Депутатсем аптекăсенчи хаксене тишкерме пуçланă. Вĕсем çавăн пекех аптекăсен тата аптека сечĕсен ĕçне йĕркелесе тăрассипе çыхăннă саккун проекчĕпе ĕçлеççĕ. Ăна йышăнсан малашне хальхи пек лару-тăру — пĕр-пĕр вирус алхасма пуçланă тапхăрта хаксене темиçе хут пысăклатни — пулмасса шанаççĕ.
Асăннă саккун проектне «Единая Россия» фракци хатĕрленĕ, ăна çывăх вăхăтра Патшалăх Думине тăратĕç. Фракци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Андрей Исаев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем федерацин «Эмел хатĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен» саккунне улшăнусем, аптекăсен тата аптека сечĕсен ĕçне йĕркелессипе çыхăннисене, кĕртесшĕн. Çав документра аптека сечĕн çĕршывра тата уйрăм регионта мĕн чухлĕ пай е пункт пулма юранин чи пысăк шутне палăртасшăн. Çакă вĕсем хаксене пысăклатасси пирки каварлашасран пулăшĕ. Проектпа килĕшÿллĕн фармацевтсен туянакансене чикĕ леш енче кăларнă препаратсен Раççей аналогĕ пуррине пĕлтермелле. Унсăр пуçне Раççейре тунă эмелсене сентре çинче вырăн памалла. Аптекăсем хамăр çĕршыври фармацевтика продукци-не вырнаçтарнăшăн илекен бонуссен виçине те палăртасшăн. Çавăн пекех фельдшер-акушер пункчĕсене ятарлă аптека оборудованине лартмасăрах эмелсемпе суту-илÿ тума ирĕк парасшăн. «Куçса çÿрекен аптека пункчĕсем» ăнлава ĕçе кĕртесшĕн — вĕсем аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсене препаратсем илсе çитерме пултарĕç.
«Пирĕн шухăшпа, çак саккун проектне йышăнни аптекăсенче хаксем ÿсессине, асăннă сферăри монополизма чарма май парĕ, — тенĕ Исаев. — Проекта пĕрремĕш вулавпа йышăнас пулсан иккĕмĕш вулав тĕлне сĕнекен улшăнусене те халех хатĕрлетпĕр». Ку улшăнусем аптекăсене кашни кварталта пĕтĕм эмелĕн хакне регистрацилеме хушассипе çыхăннă. Эппин, хаксене патшалăхăн мар, сутакан организацисен хăйсен палăртмалла. Çав хака пĕр квартал валли палăртмалла, унтан эмелсен кашни кварталтах тепĕр хут регистраци витĕр тухмалла. Ку меслете эмел хакне квартал тăршшĕнче улăштарасран вăя кĕртесшĕн. Аптекăсем лару-тăрăва кура хаксене пысăклатассинчен — коронавирус пирки калакан хыпарсене пăхнă-итленĕ-вуланă май тунă пек — сыхланма пулăшĕ. Çакăн евĕрлĕ тĕрĕслев мелĕ пурăнма кирлĕ тата питĕ пĕлтерĕшлĕ эмел препарачĕсен шутне кĕртнĕ эмелсен тĕлĕшпе вăйра тăрать. Вĕсен хакне çулталăкра пĕрре регистрацилеççĕ, çак тапхăрта ăна пысăклатма юрамасть. Саккун проектне хатĕрлеме федерацин Монополипе кĕрешекен служби тата РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви те хутшăннине палăртмалла.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви федерацин Сывлăх сыхлавĕнчи сферинчи надзорĕн службин Чăваш Республикинчи территори органĕпе, федерацин монополипе кĕрешекен службин управленийĕпе, «Фармация» ПУПпа пĕрле пысăк аптека сечĕсене пухса канашлу ирттернĕ. Унта медицина маскисемпе вируспа кĕрешекен препаратсен хакне пысăклатмалла марри пирки калаçнă. Сетьсен представителĕсем маскăсем çителĕклĕ пулнине, çапах çынсенчен нумайăшĕ харăсах 100 ытла маска туяннине, çавна май çав хатĕрсем сутлăхра пулмасан та пултарнине пĕлтернĕ. Нумай чухне аптекăсене икĕ кунра пĕрре тавар илсе килеççĕ, маскăсене çав кунах туянса пĕтерсен кĕтме тивет.
Маларах асăннă политика партийĕн «Халăх тĕрĕслевĕ» проекчĕн регионти координаторĕ Виктор Горбунов пĕлтернĕ тăрăх, халăх тĕрĕслевçисем Чăваш Енри аптека сечĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем рейд ирттернĕ, аптекăсенче медицина маскисем тата вируспа кĕрешмелли препаратсем пурри-çуккине тĕрĕсленĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенчи 30 аптекăна çитнĕ. «Халăх тĕрĕслевĕн» рейчĕсем малашне те пулĕç.
Корреспондентсем те медицина маскисен хакĕсемпе кăсăкланса темиçе аптекăна кĕрсе пăхнă. Пĕринче маскăсем çуккине пĕлтернĕ, çак кунсенче илсе килессе шантарнă. Тепринче пĕр маска 15 тенкĕ тăрать. Виççĕмĕшĕнче виçĕ маскăран тăракан комплекта 23 тенкĕ те 90 пуспа сутаççĕ. Тăваттăмĕш аптекăра черет: çынсем вируспа кĕрешмелли препаратсем туянаççĕ. Хакĕ пĕчĕкех мар пулин те илмех тивет, пурин те хăвăртах сывалас килет-çке.
Сăнÿкерчĕкĕ: Василий КУЗЬМИН.