Çĕнĕ йĕркепе 18-39 çулсенчи граждансем виçĕ çулта пĕрре, 40 çулхи тата унтан аслăраххисем çулталăкра пĕрре диспансеризаци иртмелле. Çав вăхăтрах 18-39 çулсенчисем çулсерен профилактика медицина тĕрĕслевне кĕмелли майсем пур.
Раççей Федерацийĕн территорийĕнче диспансеризаци программи пилĕк çул ытла ĕçлет. Унăн тĕллевĕ граждансен чир-чĕрне малтанхи тапхăрта тата профилактика тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче тупса палăртасси пулса тăрать.
Диспансеризаци вăхăтĕнче граждансем хăйсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме майсем пур. Чи малтанах флюорографи иртеççĕ, анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, çÿллĕшне, йывăрăшне, пилĕк ытамне, юн пусăмне виçеççĕ, юнри холестерин, глюкоза шайне тĕрĕслеççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, шала кайнă чирсем пуррипе çуккине палăртаççĕ. Çавăн пекех куçсен шалти юн пусăмне виçеççĕ, ЭКГ иртеççĕ, хĕрарăмсем гинеколог патĕнче тĕрĕсленеççĕ.
40 çултан иртнĕ ĕçлекен граждансене кашни çулах диспансеризаци тухма пĕр кун уйăрса параççĕ. Çак куншăн тÿлеççĕ.
Ентешсем! Тухтăр чĕнессе кĕтсе ан тăрăр, хăвăрăн сывлăхшăн хăвăр тăрăшса çулталăкра пĕрре тĕплĕ тĕрĕслев иртĕр.