Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Сывлăх
11 Мартӑн 2020, 15:54

Смартфонсем ӑссӑрлатаҫҫӗ

Юлашки 10 ҫулта пуҫ ывӑннипе 30 ҫултан пуҫласа 50 ҫул таранчченхисем аптӑрама тытӑннӑ.

«Окумура» астӑвӑм клиникин (вӑл Японире вырнаҫнӑ) директорӗ тата нейрохирургӗ Аюми Окумура пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вӑйпиттисемех манса кайнипе аптӑраҫҫӗ. Кун пирки «Nikkei Style» журнал хыпарланӑ.
Маларах ватӑ ҫынсем манса кайнипе нушаланнӑ пулсан, халӗ ку амакпа ҫамрӑксем те аптӑраҫҫӗ. Компьютерсемпе тата смартфонсемпе усӑ курасси йышланнӑ, пуҫ нумай информацие (ҫырусене, халӑх ушкӑнӗсене, сӑнӳкерчӗксене тата видеосене) йышӑнса пӗтереймест.
Васэда университечӗн профессорӗ Есикуни Эдагава (вӑл та неврологи специалисчӗ) ытлашши нумай информаци пуҫ мимине сиенлетнине ӗнентерет. Ҫын манма, тарӑхма тата канӑҫсӑрланма пуҫлать.
Читайте нас: