Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
15 Мартӑн 2020, 17:13

Коронавируса ют ҫӗршывсенчен килнисенче асӑрхаҫҫӗ

Ӗнер Раҫҫейре ҫак вируслӑ тата 14 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсем пурте юлашки вӑхӑтра е Германире, е Францире, е Италире, е Австрире, е Польшӑра, е Швейцарире пулнӑ ҫынсем.

Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса кӑларнӑ коронавируса палӑртмалли диагностика системисем чи нумаййи – 4 сехетрен анализӑн результатне кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна Роспотребнадзортан пӗлтернӗ.
Ведомствон специалисчӗсем этем ҫан-ҫурӑмӗнче вирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслемелли икӗ тӗрлӗ диагностика наборӗ хатӗрленӗ. Вӗсем молекулӑпа генетика тĕпчев меслечӗн никӗсӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Диагностикӑна иртес тесен юн памалла мар, сурчӑк е манка та ҫителӗклӗ.
Раҫҫейре ҫӗнӗ меслетпе ӗнтӗ 94,8 пин тест ирттернӗ. Чир пуррипе ҫуккине пирӗн ҫӗршыва корнавируслӑ патшалӑхсенчен кӗрекен кашни ҫынна тӗрӗсленисӗр пуҫне хамӑр пульницасенчи пневмонияллӑ пациентсене те тӗрӗслеҫҫӗ.
Раҫҫейре ӗнер вирус ертнӗ тепӗр 14 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсем пурте юлашки вӑхӑтра е Германире, е Францире, е Италире, е Австрире, е Польшӑра, е Швейцарире пулнӑ ҫынсем.
Ҫапла май, хальхи вӑхӑта Раҫҫейре коронавируса ертнӗ 59 ҫын хисепленет.
"Сувар" хаҫатран.
Читайте нас: