Мӗн туса ӗлкӗрнӗ-ха пирӗн ҫӗршыв?
Теветкеллӗх зонинчи ҫӗршывсемпе авиаҫыхӑнӑва чарнӑ.
Тепловизорлӑ оборудованипе вирус сӑрӑлнӑ регионсенчен килекенсене икӗ хутчен тӗрӗсленӗ. 2019 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗччен Китайран килсе ҫитнӗ 393 851 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен инфекци чирӗллӗ кӑтартусемпе 138 ҫынна тупса палӑртнӑ. Италирен килнӗ 30 833 ҫынна тӗрӗсленӗ, 46-шӗнче инфекци тупса палӑртнӑ. Кореяран килекен 13 635 ҫынран 13 ҫынна карантина ӑсатнӑ. Иранран килекен 4604 ҫынран – 4-шне.
Халӑхсем хушшинчи рейссене йышӑнма Шереметьевори F терминала уйӑрнӑ.
Тӗрлӗ сӑлтава пула 50376 ҫынна медицина тимлӗхӗнче тытнӑ, хальхи вӑхӑтра унта 15 021 ҫын юлать.
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕсене пурӗ 25091 вырӑнлӑ 402 обсерватор (карантин) хатĕрлесе хунӑ. Вӗсенче 119 ҫынна вырнаҫтарнӑ.
Коронавирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе 110 пин тест ирттернӗ.
Ирттерекен массӑллӑ мероприятисен шутне чакарнӑ.
Вокзалсемпе транспорт хатӗрӗсенче тӑтӑшах дезинфекци ирттернӗ, ӗҫ пӳлӗмӗнче, обществăлла апатлану вырӑнӗсенче савӑт-сапана тасатас ятарлӑ режима пӑхӑннӑ.