Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
19 Мартӑн 2020, 13:42

Роспотребнадзор: республикăра туберкулезпа чирлекенсен шучĕ нумайланнă

Пушкăртстанра туберкулезпа чирлесси иккĕмĕш çул умлă-хыçлă ÿснине палăртаççĕ.

Регионти Роспотребнадзор пресс-службин даннăйĕсем тăрăх, 2019 çулта активлă туберкулезпа чирлекенсен шучĕ 100 пин çын пуçне 43,8 самант пулнă. Çакă вăл 2018 çулхипе танлаштарсан, 10% (39,8 самант) ытларах. 2017 çулта çак кăтарту 40,9 самантран кăшт ытларах пулнă.
Пушкăртстанра чирленин вăтам кăтартăвĕсем Раççейри тата Атăлçи федераллă округри вăтам кăтартуран ытларах пулнă (13,4% тата 15,8%, 2018 ç. — 5,3% тата 1,3% ытларах).
Чи нумай чирлекенсене Белорецк (96,3), Иглин (90,7), Салават (84,9) районĕсенче тупса палăртнă. Çавăнпа пĕрлех пĕлтĕр 100 пин ача пуçне кăтарту 4,5 ача пулнă (4,8%).
«Центр гигиены и эпидемиологии в РБ» ФБУЗ врач-эпидемиологне пулăшаканĕ тăратнă информаципе, пирĕн районта туберкулезпа эпидеми лару-тăрăвĕ юлашки виçĕ çулта пĕр пек шайра юлать: 2017—2019 çулсенче çичшер самант регистрациленĕ, мĕнпур самантсенче сывлав органĕсем сиенленнĕ. Кăçал туберкулезпа чирленĕ икĕ самант тупса палăртнă. Çакна та палăртса хăвармалла, ытларах чухне хавшанă, начар иммунитетлă çынсем чирлеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: