Чирлисене больницана вырттармаççĕ (экстренлă чирлисене кăна). Стационарти пациентсем патне тăванĕсене тата ытти çынсене кĕртмеççĕ. Çирĕп маска режимĕ кĕртнĕ. ОРВИ паллисемлĕ (пысăк температура, пуç ыратать, вăй пĕтни, ÿслĕк) инфекци кабинетне каймалла, регистратурăна пымалла мар (амбулатори картисĕр каймалла). Ют çĕршывран таврăннă граждансен 2-17-89 (главнăй врач приемнăйĕ); 2-25-19 (поликлиника заведующийĕ); 2-12-98 (приемнăй покой) шăнкăравламалла та ăçтан таврăннине каламалла. Асăннă çынсем килĕнче карантинра пулмалла, никампа та хутшăнмалла мар. Кирлĕ пулсан, вĕсене 14 куна больничнăй уçаççĕ. Врачсем вĕсене тĕрĕслесе тăраççĕ. Хăвăрăн, тăванарсен, çывăх çыннăрсен, таврари çынсен сывлахĕ пирки шухашлăр! Ăслă-тăнлă хăтланăр!
Тĕп район больницин администрацийĕ.