«Центр гигиены и эпидемиологии РБ» тĕп тухтăрĕ Анна Казак каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне регионта 1748 çынна тĕрĕсленĕ. Пурин те COVID-2019 результачĕсем тÿрре тухман.
— Раççейре пурĕ 306 çын коронавирус инфекцийĕпе чирлет. Сак чирпе чирленине çĕршывăн 18 регионĕнче тупса палăртнă. Юлашки талăкра 53 çын чирленине çирĕплетнĕ. 16 çын чиртен сывалнă, — пĕлтернĕ ПР тĕп санитари тухтăрĕн çумĕ Галина Пермина.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх