Патшалăх пуçлăхĕ ытларикун, мартăн 24-мĕшĕнче, больницăра пулнă. Вăл учрежденин главнăй врачĕпе Денис Проценкопа калаçнă, палатăсене кĕрсе пациентсемпе тĕл пулнă. Больницăна Президент сарă тĕслĕ ятарлă костюм, пĕтĕм пите хуплакан хÿтлĕх маски, ятарлă бахилсем тăхăннă.