Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Сывлăх
27 Мартӑн 2020, 11:46

Чиртен асăрханар

Коронавирус (COVID-19) тĕнчипе анлă сарăлнăран çĕршывра унпа кĕрешес тата çынсене хÿтĕлес тĕллевпе нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Калăпăшлă тата халăх нумай пухăнакан мероприятисене ирттерме чарнă. Вĕренÿ организацийĕсене дистанци мелĕпе вĕрентме сĕнеççĕ. Медицина учрежденийĕсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерме хушнă. Çакнашкал лару-тăрура граждансен чи малтан хăйсен тимлĕ пулмалла. Инфекци сарăлнă çĕршывсенчен Пушкăрт Республикине таврăннисен çийĕнчех Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕн «хĕрÿ линийĕн» телефонĕпе – 8 (347) 286-58-27, 8 (347)-279-91-20– шăнкăравламалла.
Кирек камăн та чир паллисене асăрхасан больницăна каймалла е тухтăра киле чĕнмелле. Республикăри медицина учрежденийĕсем çийĕнчех пулăшу пама хатĕр. Медицина учрежденийĕсене коронавирус инфекцийĕнчен сипленмелли аппаратсемпе тивĕçтернĕ.
Халĕ инфекцирен сыхланса учреждение кĕрекен кашни сотрудникăн, пациентăн ÿт температурине тĕрĕслеççĕ.
ПĔЛСЕ ТĂМА
Коронавирус сарăласран сыхланма çакна шута илмелле:
– халăх йышлă пухăнакан вырăнсене çÿремелле мар;
– чĕрĕ апат çимелле мар;
– сывлăш çулĕсене хÿтĕлекен хатĕрсемпе усă курмалла;
– урамран кĕрсен, апат çиес умĕн алла супăньпе лайăх çумалла;
– чир паллисене (кĕлетке температури ÿсет, пуç ыратать, сывлама йывăр, вăй çук, кăмăл пăтранать, хăстарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, мышцăсем ыратаççĕ) асăрхасан медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла, харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар.
Читайте нас: