Специалистсем коронавирус ытларах 65 çултан иртнисене ернине палăртаççĕ. Италире вилекенсен йышĕ нумаййине те шăпах çакăнпа çыхăнтармалла, унта 80-ран иртнисем чылай пулнăран ăна «чи ватă çĕршыв» теççĕ. Китай ку вируса парăнтарнă тесен те йăнăш мар: унта çирĕп карантин йышăнни витĕм кỹнĕ. Коронавирус паян Европăра вăй илнĕ. Пĕтĕм Раççейри сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 25-мĕшĕ тĕлне тĕнчере 375498 çын коронавируспа чирленĕ, вĕсенчен 16362-шĕн пурнăçĕ татăлнă.
Тухтăрсем вирус сарăлнă вăхăтра ытларах килте пулмаллине, çын пухăнакан вырăнта пулма юраманнине асăрхаттарсах тăраççĕ.
Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплине манар мар.
Инфекци чирĕнчен асăрханмалли меслетсем ансат:
- алла тăтăш супăньпе çумалла, уйрăмах çынсем йышлă пулнă вырăнтан, урамран таврăннă хыççăн тата апатланас умĕн;
- алăпа пит-куçа тытмалла мар
- медицина маскипе усă курмалла
- массăллă мероприятисене хутшăнассинчен тăхтаса тăмалла
- пĕçерсе, вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат çеç çимелле, кĕленчери шыва ĕçмелле.