Пушкăртстанра мартăн 31-мĕшĕнчен самоизоляци режимне кĕртнĕ. Çавна май тимлĕхе пушшех ÿстермелле. Вирусран хÿтĕленес, ăна сарăлма парас мар тесен килтен тухар мар! Унтан лайăх «эмел» çук ку тĕлĕшпе. Хуçалăхра тумалли е ал ĕçĕ çук-и? Мăнкуна хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсем те чылай.