Республикăра 10 çын коронавируспа чирленĕ, 2 çын сывалнă
Республикăра коронавируспа чирленĕ тепĕр пациент сывалнă. Апрелĕн 2-мĕшĕнче 13.00 сехет тĕлне Пушкăртстанра тата тепĕр икĕ çын коронавирус инфекцийĕпе чирлени палă пулнă. Пурĕ Пушкăртстанра COVID-19 диагноза 10 çынна лартнă.
Раççейре иртнĕ талăкра COVID-19 коронавируспа чирленĕ 771 çĕнĕ самант тупса палăртнă. Пурĕ 3548 çын чир ертнĕ. 235 çын сывалнă. Талăк хушшинче вилекенсен шучĕ 6 нумайланнă — 30 çын.