Патриарх Кирилл чир ерес хăрушлăха пула çак кунсенче чиркĕве çÿреме тăхтаса тăма сĕннĕ. Вăл Раççей влаçĕ палăртнă санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп тытса пыма чĕнсе каланă. Патриарх Турра ĕненекенсене килте кĕл тума ыйтнă. «Енчен те Мария Египетская çветтуй тĕслĕхĕ мар пулсан эпĕ çакна нихăçан та каламан пулăттăм», — тенĕ вăл. Мария Египетская — христиансен çветтуйĕ, вăл 47 çул пушхирте пĕр-пĕччен типĕ тытса пурăннă. «Мария Египетская çветтуй хăйĕн тем пек шыв ĕçес килсен те пушхиртен тухмасăр пурăнма вăй çитернĕ пек пирĕн те килтен тухмасăр пурăнма вăй-хăват çитересчĕ», — тенĕ Патриарх Кирилл. Çавăн пекех вăл пандеми хăрушлăхне палăртса çынсене яваплăха ÿстерме ыйтнă.