Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
6 Апрелӗн 2020, 11:08

Импӗрпе лимон коронавируса сиплет-и?

Коронавирус тени хӑлхаран кайман саманара ҫынсем амакран сипленмелли мелсем шыраҫҫӗ.

Таҫта такам импӗрпе лимон усси пирки каланине илтсен (шута илме: тухтӑрсем ҫакна ҫирӗплетмен) теприсем ҫак тавара хыпӑнса туянма тытӑннӑ. Пасар саманинче тахҫанах пурӑнатпӑр та, сутуҫӑсем аптӑраман — халӑх ыйтнине кура импӗрпе лимона хаклатнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ лавккари хаксене эрнесерен сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Анчах пурне те мар. Халӑха куллен кирлӗ тавара. Импӗрпе лимон ҫак шутра мар. Апла пулсан вӗсен хакне «ҫӑварлӑхлама» май ҫук.
Сӑмах май каласан, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче импӗрӗн килограмӗ 1190 - 1999 тенкӗ тӑнӑ, лимонӑн — 355 - 372 тенкӗ. Танлаштарма: ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Пятерочка» сетӗн лавккисенчен пӗринче 1 килограмм лимона 140 тенкӗпе сутнӑ.
Читайте нас: