Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
12 Апрелӗн 2020, 15:11

Пушкăртстанра талăк хушшинче COVID-19 инфекципе тата 19 çын чирленĕ

Пушкăртстанра COVID-19 инфекципе чирлекенсен шучĕ — 85 çын (талăк хушшинче +19). Çакăн çинчен апрелĕн 12-мĕшĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекен федералă опреративлă штаб пĕлтернĕ.

Юлашки талăкра Раççейри 52 регионта COVID-19 инфекципе 2186 çын чирлени палă, больницăсенчен 1291 çын сывалса тухнă. Пĕтĕмпе паянхи кун тĕлне Раççейĕн 82 регионенче 15770 çын чирленĕ. Иртнĕ талăк хушшинче больницăран 246 çын сывалса тухнă, 130 çын вилнĕ, çав шутра Пушкăртстанран пĕр пациент.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: