Регионти COVID-19 кĕрешекен оперативлă штаб пĕлтернĕ тăрăх, майăн 1-мĕшне больницăран 176 çынна кăларнă (талăкра +9). Стационарсенче 381 çын сывалать. Вилнисен шучĕ — 14 çын.
Раççейри 85 регионта юлашки талăкра коронавируспа чирлекен 7933 çынна палăртнă. Çĕршывра чирлекенсен шучĕ ÿссе пырать, халĕ 114431 çын. Больницăсенчен 13220 çын сывалса тухнă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.