Районта пурăнакансене пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хума, уйрăмах хавшакрах сывлăхлисене тата хисеплĕ ватăсене асăрхануллăрах пулма ыйтасшăн. Ют çĕршывсенчен, ытти регионсенчен килекенсен те яваплăха туйса медицина органĕсене çийĕнчех пĕлтермелле. Çавăн хыççăн 14 кун килте карантинра пулмаллине те асрах тытасчĕ. Пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисене пурте пăхăнни, пĕр-пĕрне ăнланни коронавируса çĕнтерме пулăшĕ. Халĕ, акă, умра май уявĕсем.
Эпир хамăр пурнăçшăн çеç мар, тăвансен, çывăх çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă пулнине пĕр самантлăха та манас марччĕ, çавăнпа та ун чухне те килтех пулма, чиртен асăрханма тăрăшар!