Сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ирина Кононова çынсене урамра пына чухне çывăхра урăх çынсем пулмасан маскă тăхăнмасса сĕннĕ.
«Уçă сывлăшпа сывламалла. Анчах та магазинсене, офиссене кĕнĕ чухне маскăпа пулмалла», — ăнлантарнă вăл.
Маскăсем аптекăсенче çителĕклĕ, çăмăл промышленнăç предприятийĕсем вĕсене талăкра 150 пин штук туса кăлараççĕ.
Самоизоляци режимне Пушкăртстанра майăн 11-мĕшĕччен тăснă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.