289 çын сывалнă, вĕсенчен 30-шĕ — юлашки талăкра. Вилнисен шучĕ апрелĕн 20-мĕшĕнчен улшăнман — 14 çын.
Сиплевре 857 çын, вĕсенчен 440 — стационарсенче, 417 — çăмăл формăпа чирлеççĕ, амбулатори сиплевĕнче.
Майăн 1-мĕшĕнчен ПР Сывлăх сыхлав министерстви брифинг форматне улăштарнă. Социаллă сетьсенче тата БСТ каналпа трансляцисене эрнере икĕ хут ытларикунсемпе кĕçнерникунсенче курма пулать. 15 сехетре пуçланать.