Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
13 Майӑн 2020, 12:11

COVID-19. Раççей тӗнчере иккӗмӗш вырăнта

Май уйăхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Пушкăртстанра коронавирус инфекцийӗпе чирленӗ çынсен шучӗ 1647 танлашрӗ. Вӗсенчен 80-шӗ юлашки талăкра. 467 çын чире çĕнтернĕ, 16-шĕ - вилнĕ.

Юлашки талăкра Раççейре коронавирусран тата 107 çын вилчӗ, пӗтӗмпе ку шут паянхи кун тӗлне – 2116. Шел те, COVID-19 чакмасть. Юлашки талăкра Раççейре тата 11656 çын чирленӗ. Çапла вара Испание хыçа хăварса Раççей тӗнчере иккӗмӗш вырăна тухрӗ (чирленисем – 232 243-ӗн). Çын шучӗпе Раççейрен темиçе хут иртекен Китая чире çӗнтерме дисциплина пулăшни вăрттăнлăх мар, вӗсем темиçешер уйăх килте ларчӗç.
Пирӗн чăтăмлăх сахалрах пулчӗ пулмалла. Килте хупăнса ларассине нумайăшӗ кану вырăнне кăна йышăнчӗ. Çимӗçӗ куç умӗнче – чирлекенсем йышланаççӗ кăна, чакасси курăнмасть, уйрăмах май уявӗсем хыççăн.
МИХ материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: