Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
15 Июлӗн 2021, 15:47

Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть

Шел те, хăшĕсем медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси вара чылай енчен хăйсенчен килни çинчен шухăшламаççĕ.  

Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть
Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть

Çавна пула вĕсем хушшинче самăрланасси ÿссех пырать. Кунта ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Çемьере тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Ачасен кунне пĕр сехетрен кая мар хусканусем тумалла, телевизорпа компьютер умĕнче икĕ сехетрен ытла лармалла мар.

Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть. Пĕрисем сахал хускалаççĕ, çавна пула вăхăтсăр ватăлаççĕ. Теприсем апатланура виçене пĕлмеççĕ те самăрлăхпа, юн тымарĕсен склерозĕпе, сахăр диабечĕпе аптрама пуçлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем канма, ĕçрипе йăлари ыйтусене самантлăха та пулин манма пĕлмеççĕ, ялан пăлхануллă, ыйхă килменнипе нушаланаççĕ, юлашкинчен çакă шалти органсен чирĕсем патне илсе çитерет. Тата сиенлĕ йăласенчен – пирус туртассипе алкогольрен – пăрăнайманнисем те хăйсен ĕмĕрне кĕскетеççĕ. Шел те, хăрушлăха пурте кирлĕ пекех ăнланса çитеймеççĕ.

Хальхи вăхăтра тĕнчере чĕре чирĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чи хăрушши – юн пусăмĕ хăпарни. Унпа вара мĕнпур халăхăн 40 проценчĕ аптрать. Ĕлĕк юн пусăмĕ хăпарнине ватă çынсен чирĕ тесе шутланă. Халĕ вара унпа çамрăксем те чылай ытларах нушаланаççĕ. Чир пуррине юн пусăмне виçсе пăхмасăр пĕлме май çук. Çавăнпа ирхине те, каçхине те ăна тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Кулленхи пурнăçра апатлану пĕлтерĕшĕ пысăк. Апатра çу, тăвар, углевод сахал пулмалла, пахчаçимĕç, улма-çырла çини усăллă. Çуллă çини çын организмĕнчи холестерина ÿстерет, вара, паллах, çакăн хыççăн чĕре, пуç тата ытти орган ыратма тытăнать. Чирлĕ çыннăн инфаркт е инсульт пулма пултарать.

Автор: Марина Иванова
Читайте нас