Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
22 Июлӗн 2021, 08:57

Путин вакцинаци хăвартлăхне ÿстерме хушнă

#владимирпутин Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин коронавирусран вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстересси — паянхи тӗп тӗллев, тенĕ.

Путин вакцинаци хăвартлăхне ÿстерме хушнă
Путин вакцинаци хăвартлăхне ÿстерме хушнă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин коронавирусран вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстересси — паянхи тӗп тӗллев, тенĕ.

Ҫав хушӑрах патшалӑх пуҫлӑхӗ граждансене вакцинацие вӑйпа хистемелле мар, прививка кирли çинчен ăнлантармалла тесе палӑртнӑ.

«Пирӗн тӗп тӗллев халь — ҫӗршывра вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстересси. Ҫынсене прививка тума ӳкӗтлемелле, ҫапла ҫеҫ эпидеми çулне пÿлсе хума пултарӑпӑр», — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ юнкун, июлӗн 21-мӗшӗнче правительство членӗсемпе ирттернĕ канашлура.

Раҫҫей лидерӗ Раҫҫейри кӑткӑс ыйтусене вакцинацилесси ҫинчен тӗплӗн те квалификациллӗ ӑнлантарса пама чӗнсе каланă.

«Кунта нимӗн те вӑйпа хистемелле мар, анчах ӑнлантарса памалла», — хушса хунă Путин.

 «Известия» информацийĕпе.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: