Коронавируспа чирлесе ирттернисен ӑс-хакӑл шайӗ самаях чакма пултарать, пĕлтерет «Известия» Британи ученăйĕсем ирттернĕ тĕпчевсене тĕпе хурса пӗлтереҫҫӗ, вӗсем COVID-19 ҫынсен когнитивлă пултарулӑхӗ ҫине витӗм кӳнине тӗпченĕ. Каярахпа тӗпченине The Lancet журнал пичетлесе кăларнă.
ИВЛ ҫумне çыхăнтарнӑ пациентсем каярахпа чакнă когнитивлă пултарулӑхне кӑтартнă. Ҫав хушӑрах COVID-19 ăс-тăн çине инсульт витӗм кӳнинчен те ытларах витӗм кӳни паллă пулнă.
Коронавирус ерекен чирĕпе чирлесе ирттернисем пуҫри «тӗтре» пирки ӳпкелешнӗ тата час-часах логика заданийӗсене пурнӑҫлама пултарайман.
Унччен психиатри тата психологи эксперчӗсем коронавирус ерекен инфекци хыҫҫӑн когнитивлă функцисене пӑсма пултарни ҫинчен каласа панӑ. Сӑмахран, ӑс-тӑн япӑхланма, концентраци чакма пултарать.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, когнитивлă ӗҫ-хӗл пӗр уйӑхран кая мар иртсен йĕркене кĕме пултарать, ҫав процес вара чӑннипех кашни çыннăн уйрăм иртет.
Унччен аслӑ категорири врач-терапевт Алексей Водовозов COVID-19 чирлесе ирттернĕ ҫынсен постковид синдромĕ пулать тесе палӑртнӑ. Вӑл тӑватӑ эрнерен пуҫласа палартман вăхăтчен тӑсӑлма пултарать.
Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, синдромӑн тӗп паллисем — халсӑрлӑх, кӑкӑр клеткинче ыратни, тулли мар сывласа илнин туйӑмӗ, пуç, сыпăсем, мышцăсем ыратни, ыйхӑ начарланни, депресси, когнитивлă ӗҫ-хӗле чакарни, терморегуляци пӑсӑлни.
«Башинформ» информацийĕпе.