Тухтӑр чи малтан пӑхса тухни — вакцинаци умӗн стандартлӑ процедура. Унсӑр пуҫне ятарлӑ анкетӑна тата ирӗккӗн килӗшӗве çырмалла. Унтан специалист вакцинацие хирӗҫ тӑманнине е ҫуккине палӑртать. Шутлӑ минутсене процедура кабинетне куҫма пулать, унта фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Лариса Михайловна Ходаков тӗп ӗҫсене пурнӑҫлать.
— Мӗнпур ҫыннăн вакцинациленме кирлӗ, ҫапла вара чире хирӗҫ коллективлӑ иммунитет туса кӑларать. Эпӗ вакцинӑна февраль уйӑхӗнчех йӗркелерӗм. Тӳррипех калатӑп, вакцинаци умӗн кӑштах пӑшӑрхантӑм, анчах нимӗн те пулмарӗ. Пирӗн ял ҫыннисем — 60 ҫултан аслӑраххисем хӑйсем ҫинче йывăр паллӑсем туйманнине çирĕплетеççĕ. Паллах, ҫамрӑксем хушшинче температура кӑшт ӳсни, вӑйсӑрланни, ӳт-пӳ ыратни пулкалать, — ӑнлантарать Лариса Михайловна.
— Пӗлтӗр пневмонипе йывӑр чирлерӗм, килте сиплентĕм. Вакцинаци пирки ыйту сиксе тӑрсан тӳрех килӗшрӗм. Ҫемьере аслӑ ывӑл прививка тунă, кӗҫӗн ывӑл та вакцинации иртесшĕн. Манӑн мӑшӑр манран маларах Пишпÿлек поликлиникине кайса килчĕ, ҫав вӑхӑтра эпӗ хама япӑх туяттӑмччӗ тата вакцинаци кунне кая хăвартăм. Халӗ районти тĕп больницӑна тухмасӑр, тӳрех медпунктра вакцина тума лайӑх май уҫӑлчӗ. Вакцинацие лайӑх тӳссе ирттертӗм, алӑ кӑштах ыратрӗ. Пирĕншĕн тĕслĕх тăван ҫынна çухатни — COVID-19 пулаЭльвира Фарвазовна Валеева пурнăçран уйрăлче, вӑл, шел пулин те, вакцинӑламан пулнă. Ҫавӑн пекех манӑн тантăш йывӑр чирлерӗ, вӑл мана коронавирусран прививка тума сӗнчӗ. Ҫапла эпир ҫемьепе чиртен сыхланасшӑн. Хӑрушӑ мар, пушшех те, ҫак вирус мӗн тума пултарнине курнӑ хыҫҫӑн, — каласа парать Демскинче пурăнакан 59 ҫулхи Наталья Леонидовна Молчанова.
COVID-19 вирусран прививка тунӑ хыҫҫӑн чирлисен шучӗ халь те чакман вăхăтра ҫын хӑйшӗн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшнине кӑтартӗ. Каварлă чиртен кирек кам та вакцинациленме пултарать. Паян пĕрремеш компонента йышăннисем вара вакцинăн иккӗмӗш компонентне кӗртмешкӗн 21 кунран ҫав коридортах тӗл пулаҫҫӗ.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.