Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Сывлăх
29 Июлӗн 2021, 11:18

Вакцинаци хăрушă чире чарса хума пултарать

Пăслăк ял Советĕнчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче вакцинаци йӗркеленӗ.  

Вакцинаци хăрушă чире чарса хума пултарать
Вакцинаци хăрушă чире чарса хума пултарать

Пăслăк ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев процедурӑна йӗркелеме пулӑшнӑ: кӑмӑл тӑвакансен списокне малтанах палăртса хунӑ, кашнине хӑҫан тата миҫере пымаллине пĕлтернĕ.

Мила Кириллова — вакцинаци тума черетре чи малти. Вӑл 67 ҫулта. Хастар та хаваслӑ хӗрарӑм Пăслăкра вакцинацие старт пачӗ.

— Коронавирусран прививка тӑвассине ҫулленхи грипп прививки ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп. Манӑн ачасем вакцинациленчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ те хама чир ересрен сыхламалла тесе ҫине тӑчӗҫ. Тахҫантанпах ваканцилесшӗнччӗ, Пăслăкра вакцинацилессе кӗтрӗм, меллӗ, ниҫта та тухса ҫӳремелле мар, — каласа парать Мила Михайловна.

— Манӑн ӗҫе каймалла, вакцинацисӗр мана ун патне ямаҫҫӗ. Тата ниҫта та инфекцие ертес ҫуккине шанас килет. Ачасем вакцинациленӗ, лайӑх тӳссе ирттерчӗҫ. Пурлăкара пурӑнакансем вакцинацие хастар хутшăнаҫҫӗ, ял Совечӗ унта пурӑнакансене кунта килме транспортпа тивĕçтерчĕ, — каласа парать Пурлăкари 50 ҫулхи Алексей Александрович Васильев.

Кистенлĕ медпунктĕнче иртенпех пысӑк черет тӑрса тухнӑ. Ял ҫыннисем вырӑнти ФАПра вакцина пуласса тахҫанах кӗтнӗ, нумайӑшӗ Пишпÿлек поликлиникинче вакцинӑланнӑ.

— Хӗлле грипп чирӗпе чирлерӗм, малалла чирлес мар тесе прививка тӑвас тетӗп. Прививка хыççăнхи палăрăмсенчен  хӑрамастӑп, — каласа парать 59 ҫулхи Лидия Александровна Герасимова.

— Ман таврара коронавирус чирӗпе чирленӗ ҫынсем пур, ҫавӑнпа та вакцина вӑл —чиртен хӑтӑлмалли пӗртен-пӗр меслет. Ҫемьере пурте тенӗ пекех вакцинӑланнӑ, эпӗ те ҫирӗп шут тытрӑм. Халӗ ӗнтӗ шансах тӑратӑп, ачасемпе мӑнуксене чирлетмӗп, — тет 60 ҫулхи Любовь Витальевна Андреева.

— Эпӗ 21 ҫулта, хамшӑн тата хамӑн ҫемьешӗн вакцинӑланма шут тытрӑм. Ӗҫ валли те вакцинаци кирлӗ. Прививка хыççанхи палăрăмсенчен хӑрамастӑп, — каласа парать Александр Петров.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Вакцинаци хăрушă чире чарса хума пултарать
Вакцинаци хăрушă чире чарса хума пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: