Вӑл хӗвел хӗртнӗ хыҫҫӑн ирӗлекен юр та мар, шӑрӑхпа типекен лупашка та мар. Хӑрушӑрах. Ҫакна хӗвел пӑхнипе юр ирӗлнин шайӗнче шухӑшлакансем ниепле те ӑнланасшӑн мар.
Икĕ кунра кӑна Пушкăрстанри виле касакан патологоанатомсем 17 ҫын коронавирусран вилнӗ тесе хут ҫырса панӑ. Ытларах 60 çултан иртнисем. Ҫак статистикӑна вуласан хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ҫулӗпе танлаштарма тытӑнӗ. Анчах та ку йӑнӑш. Вирус ҫамрӑксене те хӗрхенмест. Пушкăртстанра коронавирусран 779 ҫын вилнӗ, вӗсен хушшинче ватӑсем кӑна мар. Пневмонийӑран миҫен вилнӗ? Чӗрепе аптӑраса миҫе? Вӗсене шута илсен, кӑтартусем хӑрушӑ пулса тухаҫҫӗ.
Коронавируспа вӑйлӑ чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн сывлӑха тимлӗн сӑнамалла.
Изоляци мар-тӑк, пӗтӗмӗшле вакцинаци кӑна ҫӑлма пултарать этемлӗхе. Ҫакна унччен пулса иртнӗ мур эпидемийӗсен тӗслӗхӗ лайӑх кӑтартса пачӗ. Анчах та шкулта истори урокӗсенче итлемесӗр ларнӑ ҫынсен астӑвӑмӗ кӗске.
Прививка тума килӗшменнисем "корона" укол тунисене те ерет теҫҫӗ. Пулма пултарать. Мӗншӗн тесен чирӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ, эмел хальлӗхе илеймен мутацийӗсене тупса палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Вакцинаци иртмесӗр халӑх чире вӑйлӑрах пулма май туса парать. Ҫакӑ чи хӑрушши. Пульницана ИВЛ айне ҫаклансан тин этем "мӗншӗн асӑрханмарӑм-ши" тесе ӳкӗнме тытӑнать, автан сӑхсан. Миҫе ҫынна ҫухатрӑмӑр ӗнтӗ эпир ҫавӑн пек?..
Тен, хӑшӗсем чире сисмесӗрех, "ура ҫинче" чӑтса ирттереҫҫӗ пулӗ. Анчах вӗсем ӑна ытти, вӑйсӑртарах иммунитетлӑ ҫынсене ертме пултарни коронавируса халӗ те ҫӗнтерме памасть.
Пушкăртстанри районсемпе хуласенче коронавирусран июльте 180 яхăн çын вилнĕ. Çакă пандеми пуçланнăранпа чи пысăк кăтарту. Мĕн каламалла? Хăвăр пĕтĕмлетÿсем тăвăр.
МИХ информацийĕпе.