+28 °С
Облачно


ПР Сывлӑх сыхлав министерствин информацийӗпе, республикӑра пандеми пуҫланнӑранпа коронавирус инфекцийĕ ернĕ 49 544 тӗслӗхе регистрациленӗ. Талӑкри ӳсӗм 259 ҫӗнӗ тӗслӗх.
Талӑкри ӳсӗм 259 ҫӗнӗ тӗслӗх тупса палăртнӑ. Стационарта 612 ҫын сипленет, вӗсенчен 60+ ÿсĕмре — 381 пациент. Йывӑр лару-тӑрура 44 пациент, 4-шĕ — ИВЛпа . Амбулаторла сиплет — 2 597 ҫын.
Иртнӗ талӑк хушшинче 9 ҫын COVID-19 пула вилнӗ. Внебольничнăй пневмонипе чирлекенсен шучӗ талӑк хушшинче 128 çынна хушӑннă.
«МГ» информацийĕпе.