Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Августӑн 2021, 14:36

Коронавирус кашни куҫмассерен мутациленет

Пӗтӗмтӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн шучӗпе коронавирус мӗн чухлӗ нумайрах куҫать, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах улшӑнать.  

Коронавирус кашни куҫмассерен мутациленет
Коронавирус кашни куҫмассерен мутациленет

Пӗтӗмтӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн шучӗпе коронавирус мӗн чухлӗ нумайрах куҫать, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах улшӑнать.

Вирус кашни куҫмассерен мутациленет, ҫавӑнпа та паян вакцинаци кӑна этеме вӑйланса пыракан Covid-19 мурӗн агрессивлӑхӗнчен хӳтӗлеме пултарать. Ҫакӑн ҫинчен ВОЗ представителӗ Мелита Вуйнович каласа панӑ.

"Иммунизаци йышлӑ пулсан, ҫынсене интенсивлӑ терапи уйрӑмӗсене сахалтарах госпитализацилеҫҫӗ", – тенӗ Вуйнович.
Организаци вирусӑн ҫӗнӗ варианчӗсем тухса пынине сӑнать. Вӗсенчен хӑшӗсем  («альфа», «бета», «гамма», «дельта») медиксене хумхантараҫҫӗ. Вариантсене тишкернӗ май, ҫак классификаци тӑтӑшах ҫӗнелсе пырать. Тӗслӗхрен, лямбда-штамм. Специалистсем тӗрӗслеҫҫӗ: "лямбда" вариант "дельтӑна" организмран хӑвалаять-и? Хальлӗхе ку пулса иртмест-ха. Апла пулсан, грексен "алфавичĕ" малалла тӑсӑлӗ.
Мутаци чарӑнман. Вӗренӳ ҫулӗ тытӑнсан, ачасем коронавируса ертме кӑна мар, унпа чирлеме те пуҫлама пултараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен халӗ тӗрлӗ сывлӑхлӑ ача пур.
Чир шкултан килсем тӑрӑх салансан, тепӗр "хума" кӗтсех тӑр. Теветкеллӗхе чакарнӑ ҫӗрте аслисен вакцинацийӗ ҫеҫ пулӑшма пултарать. Унпа тӑсмалла мар, кӗркунне ҫывӑх.
Енчен те аслисем прививка тусан, ачана чир ермест. Пӗр вакцинациленӗ ҫын хӑй ҫывӑхӗнчи виҫӗ ҫынна вируслӑ чир ертессинчен хӳтӗлет.
Енчен те вакцинацин хальхи темпӗсене тытса пырсан тата тӗрлӗрен штаммсем пуррине шута илсен, вирус хӳтӗлеврен иртсе ачасене ерме пуҫличчен сахалтан та икӗ ҫул кирлӗ пулать. Унччен вирусологсем хӑватлӑрах эмел хатӗрлесе, ӑна тӗрӗслесе ӗлкӗрме пултараҫҫӗ.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/yut-rshyv-alfavitnche-saspalli-numay

Коронавирус кашни куҫмассерен мутациленет
Коронавирус кашни куҫмассерен мутациленет
Автор:
Читайте нас: