Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
7 Сентябрӗн 2021, 16:44

Прививка тунă çынсем мĕншĕн коронавируспа чирлеççĕ

Пушкӑртстан Сывлăх сыхлав министерствинче вакцинациленнĕ ҫынсем мӗншӗн коронавируспа чирленине ӑнлантарса панӑ.  

Прививка тунă çынсем мĕншĕн коронавируспа чирлеççĕ
Прививка тунă çынсем мĕншĕн коронавируспа чирлеççĕ

Ведомство министрӗн  çумĕ Ирина Кононова "Спутник V" вакцинӑн тухӑҫлӑхӗ 91,7 процент пулнине ӑнлантарчӗ. Урӑхла каласан, шутласа пӑхсан, 12 вакцинациленнĕ ҫынран пĕри ковидпа чирлеме пултарать.

"Ҫакна ӑнланмалла: прививка антителасене хӑвӑрт аталанма пулӑшать. Ҫавӑнпа инфекци сиксе тухсан, ку ҫул организмра самаях хӑвӑртрах иртет. Унта антитела ĕçлесе кăларма клетка тата гумораллӑ асӑну пур — чир ҫӑмӑл формӑпа, чылай хӑвӑртрах иртет. Больничнăйĕнче пулнă вӑтам вӑхӑт 11 кунран пуҫласа 15 кун ҫитет", - пӗлтерчӗ министр çумĕ.

Ирина Кононова 2-мӗш кунран пуҫласа 15 куна ҫитиччен тӑсӑлакан инкубаци тапхӑрӗ пуррине аса илтерчӗ, вӑтамран чирлесе ӳкнӗ пациентпа контакт хыҫҫӑн 7—10 кун ҫын клиника симптоматикӑсӑр вируспа ҫӳреме пултарать.

"Ҫак хушӑра вакцинаци хыҫҫӑн темиҫе эрне хушшинче карантин мерисене пӑхӑнмасан, вӑл, прививка тунине пӑхмасӑрах, чирлесе ӳкме пултарать. Антитела вакцина пӗрремӗш компонентне кӗртнӗ хыҫҫӑн 21 кунран пуҫласа ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ, вӗсен чи пысăк шучĕ пӗрремӗш вакцина тунă хыҫҫӑн 42-мӗш кунне тивет, — хушса хучӗ вӑл. — Вакцинацирен япӑх палăрăмсем çук, хӑш–пӗр пулӑмсене препарат инструкцинче кӑтартнӑ, тӗпрен илсен, грипп евӗрлӗ синдро – ÿт температури кӗске вăхăтлăха ӳссе кайни, пуҫ ыратни, сӑмса хупланни, мышцăсем тата сыпăсем ыратни, укол тунă вырӑнӗнчи реакци — хӗрелни, ыратни".

«Башинформ» информацийĕпе.

Прививка тунă çынсем мĕншĕн коронавируспа чирлеççĕ
Прививка тунă çынсем мĕншĕн коронавируспа чирлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: