Пишпӳлек районӗнче коронавируспа чирлесе ӳкессипе лару-тӑру ҫивӗч тӑрать.
Сентябрӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра Пушкӑртстан Республикинчи Роспотребнадзорӑн Пелепей, Альшей, Пишпӳлек, Ермекей районӗсенче Территори управленийӗн ертӳҫи Гайса Идрисов, Пишпӳлек районӗнчи тӗп врач Андриян Павлов, районти вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ильдар Гибатов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑнчӗҫ.
— Пишпӳлек районӗнче коронавируспа чирленипе лару-тӑру йывӑрланса пырать, - терӗ Гайса Магуевич. — Шкул ҫулӗнчи ачасем хушшинче, 60+ категорири ҫынсем хушшинче чирленин кӑтартӑвӗ ӳсет. Ҫавӑнпа та халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, суту-илӳ точкисенче маска режимне тытса пыни тата вакцинаци тăвасси ҫивӗч ыйтусем пулса юлаççĕ.
— Сентябрӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен районта коронавирус инфекцийӗпе чирленĕ 80 ҫӗнӗ тӗслӗх регистрациленӗ. Ку вӑл 2020 тата 2021 ҫулта сӑнав тапхӑрӗсенчи чи пысӑк кӑтарту. Эрнере ПЦР-тестне 226 тунӑ. Апла пулсан, ҫичӗ ҫынтан виҫҫӗн чирлеҫҫӗ, — терĕ Андрей Михайлович. — Ҫемйипех чирлеҫҫӗ. 69 ҫын амбулаторире сипленет, ыттисене ковид-госпитале ӑсатнӑ. ОРВИ тата пневмонипе чирлесе ӳкни ӳсни палӑрать. Паянхи куна пурӗ 8183 доза вакцина илнӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш компонент 7259 ҫын, иккӗмӗшӗ — 6603 ҫын явӑҫнӑ. Тĕп больницăри вакцинаци пункчӗ кашни кун 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 20 сехетчен ӗҫлет, фельдшерпа акушер пункчӗсенче те вакцинациленме пулать.
Чирленисем хушшинче ача-пӑча йышӗ ӳсет. Паянхи куна мӗнпур вӗренӳ заведенийӗсем штат режимӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
— Вӗренӳ организацийӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пурне те пӑхӑнаҫҫӗ. Чирлесе ӳкнисен хушшинче сакӑр вӗренекен. Вӗсем вӗренӳ ӗҫне хутшӑнман, — терӗ Ильдар Рафисович. — Ачан температура пур пулсан, ОРВИ паллисем пур пулсан, ашшӗ-амӑшне ачасене шкула, ача сачӗсене ямасса ыйтатӑп. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, суту-илӳ центрӗсенче, лавккасенче маска тӑхӑнса ҫӳреме ыйтатӑп.
Ирина ФОМИНА çырса илнĕ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.
Санÿкерчĕкĕ: архивран.