Çутă çул
+28 °С
Облачно
Сывлăх
12 Сентября 2021, 15:44

Пуç тирне сĕрме килти турăх та аван

Çÿç тăкăнасси хĕрарăмсен те, арçынсен те, пулкалать.

Пуç тирне сĕрме  килти турăх та аванПуç тирне сĕрме  килти турăх та аван
Пуç тирне сĕрме килти турăх та аван

Кирĕке пĕтерме пуçа уйăхра пĕр хут та пулин сульсен супăнĕпе çумалла.


Çÿçе хăвăрт тата çăра ÿсме пулăшакан хатĕр — куршанак çăвĕ (репейное). Унпа, икĕ эрнере пĕрре те пулин, çăвас умĕн пĕр-икĕ сехетлĕхе пуçа сĕрни аван.
Çуллă çÿçе çумалли дегтяр супăнĕ, ятарласа кăларнă шампуньсем пур. Вĕсемпе çунă хыççăн анчăк курăкĕн (ромашка), юман хуппин шĕвекĕсемпе, çăра чейпе чÿхе-мелле.
Çÿç тăкăнма тытăнсан, пуçа массаж тума пулать. Çавăн чухне ятарласа кăларнă щеткăсемпе усă курмалла, енчен енне пилĕк-вунă минут хушши тураса якатмалла.
Пуç тирне сĕрме кефир та, килти турăх та аван. Вунпилĕк-çирĕм минут иртсен, ăна чÿхесе тасатма пулать.
Çуллă çÿçлĕ çыннăн тăварлă, йÿçĕ апат-çимĕç çиессинчен пăрăнмалла, çăнăхран пĕçернисене çиме нормăна пăхăнмалла.
Çÿç тăкăнасран ятарласа кăларнă эмелсем çук, анчах çÿçе тăкăнма пулăшакан чир сахал мар. Вĕсене вăхăтра сиплесен, çÿçе таса тытсан, вăхăтра тата виçеллĕ çисен — çÿçе упрама пулать.
Çÿç тăкăнасси хĕрарăмсен те, арçынсенни пекех, пулкалать. Çакă тĕрлĕрен сăлтавсенчен пуçланнине палăртаççĕ врачсем: хытă ĕшенсен, психика пăсăлсан, организмра витамин çителĕксĕр пулсан, шăнсан, хулăн тумтир тăхăнса çÿресен — çÿç час тăкăнма пултарать.
Тăвăр шлепкепе е шăрăх чух хĕвел питĕнче пуçа хупламасăр çÿрени те пуç тирĕшĕн сиенлĕ.
Нумай тăкăнакан çÿçе косметолог-врача кăтартма тăрăшăр.
Çÿç хуçăласран, ăна çăвас умĕн яланах тураса якатмалла. Ашă шывпа йĕпетнĕ çÿçе кăна шампуньпе çума тытăнмалла, анчах та шампунь пĕр вырăна çеç лекесрен асăрханăр. Кашнинчех пĕрер хут çуни çителĕклĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Пуç тирне сĕрме  килти турăх та аван
Пуç тирне сĕрме килти турăх та аван
Читайте нас