Пушкӑртстанри Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Анна Казак тӑваттӑмӗш коронавирус хумӗсем ҫывхарни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна ҫынсен хастарлӑ миграцийӗ пулӑшать: ҫитӗннӗ халӑх ӗҫ вырӑнӗсене таврӑнни, ачасем вара — ача-пӑча коллективне таврӑнни.
"Халӗ 14 ҫулчченхи ачасем тата 65 ҫултан аслӑрах ҫынсем чирлеҫҫӗ. Витӗмлӗ процентсем — 81,8 процент таран, халӑхӑн 100 пин çын пуçне. Социаллӑ статуспа – воспитанниксем тата вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем", - палӑртнӑ Роспотребнадзор ертӳҫи сентябрĕн 20-мӗшӗнче ПР правительствинчи оперативлӑ канашлура.
Анна Казак регионти Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ирхи фильтрсене тӗрӗслес тата антиковид мероприятийӗсене пӑхӑнас енӗпе рейд тӗрӗслевне ирттерни ҫинчен те пӗлтерчӗ.
"Чирсен тытӑмӗ тӑрӑх, внебольничнăй пневмони ӳсӗмӗ пуҫланчӗ. ОРВИ чирӗ те ӳсет. Чир-чӗресен кĕрхи чӑн-чӑн эпидемиологи ҫӗкленӗвӗ пулса пырать, ҫакӑ пире хӑратать. Эпидпорог шучӗ 106 процент ытла, иртнӗ эрнепе танлаштарсан – ÿсĕм 28 процент чухлӗ . Ҫавӑнпа грипа хирĕç вакцинацилес ӗҫе вӑйлатма е аса илтермелле. Хастарлатмалла", - тенӗ ведомство ертӳҫи.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ПР Вӗренӳ тата наукӑсен министерствин пуҫлӑхне Айбулат Хажина шкулсемпе ӗҫлеме тата вӗренӳ заведенийӗсен малашнехи ӗҫӗ пирки сӗнӳсем хатӗрлеме хушнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.