Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
23 Сентябрӗн 2021, 12:08

Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă

Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă.  

Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă
Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă

Регионти оперативлă штабӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра коронавируспа чирленисен шучӗ 64 пин ҫынран та ирттерет. Иртнӗ талӑк хушшинче COVID-19 344 ҫынра тупса ҫирӗплетнӗ.

Инфекциленнисен пӗтӗмӗшле йышĕ 64 196 ҫын шутланать. Пурĕ COVID-19-ран 55 890 ҫын сывалнӑ, ҫав шутра 184-шӗ юлашки талӑк хушшинче сывалнӑ. Коронавирусран юлашки талăкра 20 пациент вилнӗ. Пӗтӗм тапхăр тăршшĕнче — 1 477 ҫын.

Вакцинациленӗ пӗрремӗш компонентпа —-1 259 935 ҫын, иккӗмӗш компонентпа – 1 152 704 ҫын.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă
Пушкăртстанра коронавируспа ҫӗнӗ антирекордсем лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: