Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
1 Октябрӗн 2021, 09:08

Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальти "хӗрлӗ зонăра" пулса курнă

Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Республикӑри инфекци центрне кайса килнӗ, унта сентябрӗн 30-мӗшӗ тӗлне 429 ҫын сипленет (госпитальте 400 чирлӗ ҫынна сиплемелĕх вырăн пур).  

Республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ питĕ кӑткӑс, ҫынсен палатӑсенчи вырӑнсене пушатиччен коридорсенче выртма тивет. Ĕнер, сентябрӗн 30-мӗшӗнче, Пушкӑртстанра пĕр талӑкра чирлесе ӳкнӗ 400 çын шучĕ урлă каҫнă. Иртнӗ кун пирӗн патра COVID-19-па чирленĕ 420 ҫӗнӗ самант тупса палăртнă тата 21 çын вилнĕ.

Центрти пациентсенчен нумайӑшӗ коронавирус ерекен чире хирӗҫ вакцинаци туман. 237 ҫын сывлăхĕ йывăр шайра, 6 пациент вара – питӗ йывӑр лару-тӑрура. Интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче 33 ҫын сиплев иртет. Учрежденийӗн тӗп врачĕ Азат Мухаметзянов каланӑ тӑрӑх, йывӑр чирлисем хушшинче вакцинациленнĕ пӗр çын та ҫук.

Радий Хабиров врачсемпе тата пациентсемпе калаҫнӑ, госпиталь коллективне ӗҫ калӑпӑшӗшӗн тата професси ӑсталӑхӗшӗн тав тунӑ. Хабиров вакцинаци хӑвӑртлӑхӗ чакнăшăн пӑшӑрханнине каланă. Ҫакна палӑртмалла: прививка туман ҫынсем час-часах чире йывӑр формӑпа тӳссе ирттереҫҫӗ.

Регион пуҫлӑхӗ вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстерес тата инфекци сарӑлассине чарса тӑрас енӗпе темиҫе мерӑсем йышӑнма сӑмах панӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальти "хӗрлӗ зонăра" пулса курнă
Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальти "хӗрлӗ зонăра" пулса курнă
Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальти "хӗрлӗ зонăра" пулса курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: