ваттисене самоизоляцилеме ыйтни ҫинчен ыйтăва хуравланă Римма Утяшева.
Республикӑри антиковид центрӗн координаторӗ, Пушкӑртстанран Госдумӑн депутачӗ Римма Утяшева: "ваттисем коронавирусран прививка туман пулсан килте лармалла", — тенӗ. "Эпӗ республикӑри медиксен сӗнӗвне, чи хӳтлӗхсӗр граждансене — 65 ҫултан аслӑраххисене — самозоляцие кайма кирлине пур майпа та ырлатӑп. Халӗ пурне те йывӑр: ковид-госпитальсенче медиксене — унта пуринчен ытларах ваттисем те, прививка туман ҫынсем йывӑр чирлеҫҫӗ — пациентсене хӑйсене те йывӑр. Тӑван-хурӑнташӗсене, ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене, вирусран шар курнăскерсене, йывӑр. Ку решение маларах йышӑнмалла пулнă тесе шутлатӑп. Вакцилеместӗр пулсан, килте ларӑр, вирусран хӑвӑра сыхлӑр. Вирусран хӑраман ватӑ ҫынсене эпӗ ӑнланмастӑп. Пурте вакцинӑланӑ пулсан, тахҫанах коллективлӑ иммунитет йӗркеленнӗ пулӗччӗ, чир-чӗр чакнă пулӗччӗ", — вӗҫленӗ Римма Утяшева.
«Башинформ» информацийĕпе.