Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
12 Октябрӗн 2021, 15:22

«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,

— каласа парать ковид-госпитальте ĕçлекен врач.  

«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,
«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,

Елена Султаншина БГМУран 2020 ҫулта вӗренсе тухнӑ, Куватов ячĕллĕ ГКБ терапи специальноҫӗпе ординатурӑна вӗренме кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл — иккӗмӗш ҫулхи ординатор, халӗ Уфари 5-мĕш клиника больницинче врач-стажер пулса ӗҫлет, халӗ больницăна ковид-госпитале профилизациленӗ.

— Ӗҫлеме чӑнах та йывӑр, халӗ кислород пулӑшӑвӗ кирлӗ пациентсем больницăна пуçласа хунă тапхӑрта чылай нумайрах килет тата вĕсен ӳпкене пӗтерни пысӑк процентпа килме пуҫларӗç. Ватӑ пациентсен хӗн-асапне курма ҫӑмӑл мар, вӗсен ытти чирĕсем те нумай тата вӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр хырӑм ҫинче выртма питĕ йывӑр. Ҫурӑм ҫинче ÿпке "уҫӑлмасть", ҫавӑнпа 16 сехетрен кая мар хӑяккӑн мар, хырӑм ҫинче выртмалла. Ку пром.позицие килте те реабилитаци тапхӑрӗнче тытса пыма сӗнеҫҫӗ.

Пациентсем хушшинче вакцинациленнисем те пур. Анчах та вӗсем чире чылай ҫӑмӑлрах тÿссе ирттереççĕ, вӗсене кислород пулӑшӑвӗ кирлӗ мар. Ҫитменнине тата вакцинациленнисем прививка туман ҫынсенчен хӑвӑртрах сывалса пыраҫҫӗ. Иммунитет пурин те тӗрлӗрен. Çакна ҫеҫ калама пултаратӑп: вакцина ӗҫлет (пурин те иммунитетне кура), эпӗ хам вакцинациленнĕ ҫынсем вилнине пĕрре те курмарӑм.

Врач-стажер хăй кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче "Спутник V"пе вакцинациленнӗ. Госпитальти йывӑр эпидеми лару-тăрăвĕ мӗн тери йывӑр пулнине кашни кун хăй сӑнаса тӑнипе халĕ чикĕсем кĕртни тĕрĕс йышӑну тесе шутлать. "Хӗрлӗ зонӑсенче" пурте ҫапла шутлаҫҫӗ. Пӗр уйӑх-икӗ уйӑхлӑха каллех ҫирӗп мерӑсем патне ТАВРӐНМАЛЛА: çынсем йышлӑ пухӑнакан вырăнсенче QR кодсемсӗр кĕме чармалла.  

 «МГ» информацийĕпе.

«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,
«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,
«Ватӑ пациентсем асапланнине курма ҫӑмӑл мар»,
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: