Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
14 Октябрӗн 2021, 09:55

Пишпÿлек район больницин тӗп врачӗ Андриян Михайлович Павлов чĕнсе калани

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!  

Пишпÿлек район больницин тӗп врачӗ Андриян Михайлович Павлов чĕнсе калани
Пишпÿлек район больницин тӗп врачӗ Андриян Михайлович Павлов чĕнсе калани

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Эпир пурте районта чирленисен шучӗ мӗнле ӳснине куратпӑр. Кашни кун ҫӗнӗ чирленисене регистрацилеҫҫӗ, вӗсем хушшинче — пирӗн пӗлӗшсем, ҫывӑх ҫынсем тата тӑван-хурӑнташсем. Пишпÿлек районӗ чирлисен шучӗпе пӗрремӗш вырӑнта. Паян пирӗн сывлӑха сыхласа хăварас тесен вакцинаци питӗ кирлӗ пулнине ӑнланмалла. Ҫак яваплӑх вӑл — пирӗн кашнин хӑйӗн умӗнче тата тӑван-хурӑнташсем умӗнчи яваплӑх. Пандеми 2020 ҫулта 39 ҫынна, 2021 ҫулта 39 илсе кайрĕ. Октябрӗн 12-мӗшӗ тӗлне 1601 ытла ҫын чирлесе ирттернӗ, çапах та вӗсенчен нумайӑшӗ халӗ те ковид сиенне хăй çинче туйма пултарать. Вӗсенчен 14 ҫулчченхи ачасем — 144, ҫамрӑксем — 33, пенсионерсем — 354.

Октябрӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен коронавирус инфекцийӗн 80 ҫӗнӗ тӗслӗхне тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 69-шӗ амбулаторире сипленет, госпитальте ҫичӗ ҫын сипленет. Пӗтӗмпе лабораторие ПЦРа 21423 мазок, эрнере 210 мазок янӑ. Эрнере ОРВИ чирӗсен 197 тӗслӗхне тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче 79 ача, талӑк хушшинче 70 тӗслӗх. Эрне хушшинче пневмони чирӗсене 25 палăртнă, талӑк хушшинче пилӗк, пӗтӗмпе — 480. Чир-чӗр ӳсни пурне те прививка туманран тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманран пулса иртет.

Чирлесе ӳкнисем тăрăх статистика 2020 ҫулхи кӑтартусенчен икӗ хут пысӑкрах. Пирӗн каллех чакару лару-тӑрӑва кĕртме тивет. Вирус чакмасть, профилактика мерисем кӑна ҫителӗксӗр. Пишпÿлек районӗнче пурне те СOVID-19-ран прививка тума пӗтӗм майсем йӗркеленӗ. Ҫав хушӑрах вакцинаци кăтартăвĕсем пĕчĕк юлаҫҫӗ: октябрӗн 12-мӗшӗнче вакцинӑн пӗрремӗш дозине 8449 ҫын илнӗ, 7467 ҫынна вакцинацие вĕçленӗ, ку вара 55% шутланать. Ҫакӑ ҫителӗксӗр. Халӑхӑн 60—70 проценчӗ чир-чӗртен хӳтӗленет пулсан, эпидемиологи саккунӗсем тӑрӑх пандемие ҫӗнтерсе пулать.

Поликлиникăра ӗҫлекенсене тавтапуç, амбулатори сиплевӗнчи чирлӗ ҫынсене питӗ тимлӗ пӑхаканскерсене сӑнакансене тавтапуç. Пӗрле ӗҫлекенсем канмалли тата уяв кунӗсемсӗр ӗҫлеҫҫӗ. Инфекци уйрӑмӗн сотрудникӗсем ҫине питӗ пысӑк нагрузка тиеннӗ, анчах вӗсене медработниксем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ.

Аса илтеретӗп: вакцинацие куллен 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен поликлиникăра е сирӗн ялти ФАПра иртме пулать.

Дистанцие тытса тӑрӑр, уйрӑм хӳтлӗхӗн мерисене пăхăнса пырӑр, хӑвӑра упрӑр. Прививка тунӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑра та, хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑрсене те COVID-19ран хăтăлма пулăшни пирки шутлăр!

Пишпÿлек район больницин тӗп врачӗ Андриян Михайлович Павлов чĕнсе калани
Пишпÿлек район больницин тӗп врачӗ Андриян Михайлович Павлов чĕнсе калани
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: