Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов ĕнер тепĕр хут вакцинаци иртнĕ.
— Пурне те салам!
Ӗнер Ковидран тепӗр хут прививка турӑм (малтанхине январь уйӑхӗнчех тунӑччӗ).
«Спутник V» турăм, мӗншӗн тесен ӑна чи лайӑххи тесе шутлатӑп. Эпӗ шанакан медиксем те шӑпах ӑна сӗнеҫҫӗ.
Стандартлӑ процедура — документсем çырни, килӗшни пирки ала пусни, юн пусӑмне виçни, укол, сертификат пани. Ҫавӑ ҫеҫ!
Вӗҫев йӗркеллӗ. Хама лайӑх туятӑп.
Пӗтӗм процедура 5 минутран ытла йышӑнмарӗ. Ноябрӗн 4-мӗшӗнче вакцинăн иккĕмĕш компонентне тумалла.
P.S. Ку питӗ кирлӗ ӗҫ ҫинчен нимӗн те ҫырмастӑп! Ун ҫинчен эпӗ малтанхи постсенче пӗрре анчах мар ҫырнӑ. Кашни хӑй валли суйласа илет. Паллӑ поэт йӗркисем тӳрех пуҫа килеҫҫӗ:
Кашни хӑй валли суйласа илет.
Хам пӗлнӗ пек суйласа илетӗп.
Никамран та ыйтмастӑп.
Кашни хӑй валли суйласа илет, — çырать Артур Зарипов социаллă сетьре.
Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьрен.