

Республикӑра пурӑнакансем, чир-чӗр йывӑр тӳссе ирттернӗскерсем, ҫывӑх ҫыннисене ҫухатса, вакцинаци пирки хӑйсен шухӑшне улӑштараҫҫӗ.
Коронавирус инфекцийӗпе йывӑр чирленӗ Пушкăртстан ҫыннисем ҫывӑх ҫыннисене ҫухатса вакцинаци пирки хӑйсен шухӑшне улӑштараҫҫӗ.
"Абзелил" хаҫат Махмутри 58 ҫулхи Галия ҫинчен ҫырать, вӑл чирлесен те инфекцие ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерессе шаннӑ. Анчах чăннипе пачах урăхла пулса тухнă. Чир пӗр уйӑх хушши питӗ йывӑр иртнӗ. Хӗрарӑм ҫиме те, ӗҫме те пултарайман. Халӗ вара, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, вӑл прививка тутарасшăн.
"Горобзор" Салаватра пурӑнакан 53 ҫулхи ҫын ҫинчен каласа панӑ, арçын коронавирус вӑл - миф, шухӑшласа кӑларнӑ япала, чăннипе вăл ҫук тесе шутланӑ. Ҫывӑх тусӗ инфекцирен вилни кӑна ултавлӑ вирус чӑн-чӑн пулнине ӗнентернӗ.
"Стерлитамакский рабочий" хаҫата хӗрарӑм ҫыру - чун кӑшкӑрни янӑ, ӑна пичетлесе кӑларма тархасласа ыйтнă. Вӑл ковид-госпитальте 24 кун ирттернӗ хыҫҫӑн пурăнасси килнине тин ӑнланни ҫинчен каласа панă.
МИХ информацийĕпе.